ЕЛЧӖКРИ ПӖТӖМӖШЛЕ ПӖЛŸ ПАРАКАН ВӐТАМ ШКУЛТА ВӖРЕНЕКЕНСЕМ ДОКУМЕНТАЛЛӐ ФИЛЬМРА ӰКЕРӖНЧӖÇ

2021 –мӗш ҫул Чӑваш Енре  Сӑр тата Хусан хÿтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ Ҫул пулӗ. Кун пирки Республика Пуҫлӑхĕ Олег Николаев Ҫĕнтерӳ кунĕнче йышӑну тунӑччӗ. Шӑпах ҫитес ҫул Чӑваш Ен ҫĕрĕ ҫинче хӳтĕлев чиккисем тума тытӑннӑранпа 80 ҫул ҫитет.

Юнлӑ вӑрҫӑ кунĕсем хыҫра юлнӑ пулин те, Сӑр тӑрӑхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхне упраса хӑварасси пархатарлӑ ĕҫ тата кашнин тивĕҫĕ пулса тӑрать. Окоп чавса хӳтĕлев чикки тунӑ ҫĕрте тыл ĕҫченĕсем ĕҫленĕ. Вĕсенчен чылайӑшĕ - хĕрарӑмсемпе ачасем пулнӑ. Ҫак сумлӑ та паллӑ ҫула халалласа «Чӑвашкино» студийӗпе электронлӑ документсен патшалӑх архивӗ Сӑр тата Хусан хÿтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхӗ ҫинчен документаллӑ фильм ÿкерме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтри чӑн пурнӑҫа кӑтартса парас тӗллевпе Етӗрне районӗнчи Ачак ялне суйласа илнӗ. 

Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта вӗренекенсен те фильма ӱкернӗ çӗре хутшăнма тӱр килнӗ. 7 кадет класӗнче пӗлӱ пухакан Адюкова Мария Верук рольне вылянă, 1 «а» класра вӗренекен Усанов Илья- унăн шăллӗне. Съёмка еплерех иртни çинчен Маша пӗр класра вӗренекенсене пăлхануллă кăмăлпа каласа пачӗ: «Ӱкерӗннӗ чух пӱрчӗ сивӗччӗ, хамăра çав сивӗ, 1941-мӗш çулхи шартлама вăхăтӗнче пекех туйрăмăр. Мӗнле асаплă пулнă çав çулсем. Асран тухмӗç вӗсем нихăçан». Фильм премьери сенкер экран ҫине тухасса кӗтмелли анчах юлчӗ.